Чӑваш Енре Вӑтам Ази арҫыннине суд тунӑ. Ӑна сакӑр ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ.
Арҫын машининче 1 килограмм героин пулнӑ. Ҫав тавара ӑна Мускав облаҫӗнчи пӗр хулара хурса парса янӑ. Георина багаж уйрӑмӗнче пытарнӑ.
М-12 ҫулпа Чӑваш Ен территорийӗпе пынӑ чухне ӑна пакунлисем тытса чарнӑ. Ку вӑл кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулнӑ. Георина арҫын Самар облаҫне илсе ҫитересшӗн пулнӑ.

Шупашкарта пурӑнакан 73-ри хӗрарӑн инвестици платформине укҫа хывса пуяс тенӗ.
Пӗлтерӗве вӑл мессенджерсенчен пӗринче асӑрханӑ. Хӑйӗнпе ҫыхӑннӑ консультант сӗннипе «бизнес-проекта» хӑй пухса пынӑ 300 пин тенке хывнӑ.
Укҫа процентпа таврӑнманнине кура вӑл хӑйне улталанине ӑнланса илнӗ та пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗс пуҫарнӑ.

Патӑрьел районӗнче пурӑнакан 45 ҫулти арҫын хӑйӗнчен 4 ҫул кӗҫӗнрех арӑмне сӑнчӑрпа кӑкарса хунӑ.
41 ҫулти хӗрарӑм йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ тӑрӑх, упӑшки ӑна хӗнет. Ҫав ӗҫе тӗпченӗ май тепӗр пӑтӑрмах та ҫиеле тухнӑ. Хӗрарӑм килтен тухса ан кайтӑр, эрех ӗҫсе ан ҫуретӗр тесе вӑл ӑна сӑнчӑрпа кӑкарса хӑварнӑ иккен.
Арҫынпа хӗрарӑм виҫӗ ача ӳстереҫҫӗ иккен. Халӗ кил хуҫи тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Елчӗк районӗнче пурӑнакан 55 ҫулти арҫын питӗ кӗвӗҫ пулнӑ тата ҫынна хӗнеме юратнӑ.
Тӑнлавӗ пасарнӑ арҫын ҫулӗ кайнине пӑхмасӑрах кӗвӗҫме пӑрахман. Пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма вӑл кӳрши ҫумне хушса вӑрҫнӑ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен хӗрарӑма виҫӗ хутчен хӗненӗ, 5 аяк пӗрчине хуҫнӑ. Ун хыҫҫӑн хӗрарӑм унпа текех пурӑнас темен.
Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче арҫын унччен пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑма шыраса 80-ри карчӑк патне кайнӑ. Лешӗ ман патра ҫук тесе калани килӗшмен, ватӑ ҫынна хӗнесе пӗтернӗ, унӑн икӗ карас телефонне, телефона зарядкӑна лартмалли хатӗрсене тата ҫӑра уҫҫине йӑтса тухса кайнӑ.
Кӗҫех арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн виҫӗ статйипе, ҫав шутра ҫын пурлӑхне вӑрланӑшӑн та, суд тӑвӗҫ.

Чӑваш Енре пӗр сутуҫӑ темиҫе мандарин вӑрланӑ икӗ ачана тӗлӗнсе каймалла майпа явап тыттарас тенине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: 11-ти арҫын ачапа 13-ри хӗрача сентре ҫинчи темиҫе мандарина вӑрланӑ. Ҫавӑншӑн сутуҫӑ вӗсене ҫын ҫук ҫӗре лартса кайнӑ. Унта вӑл пите зелёнка сӗртерттернӗ.
Арҫын Волгоград облаҫӗнчен Чӑваш Ене куҫса килнӗ вӑйпитти-мӗн. Пӑтӑрмах Етӗрнере пулнӑ. Ачасем пӗр тӑвансем иккен.
Ачасене ҫын ҫук ҫӗре ирӗксӗр лартса кайнӑ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗс пуҫарнӑ. Ӑна ҫын вӑрланӑшӑн явап тыттарма пултараҫҫӗ.

Куславкка хулинче пурӑнакан 58 ҫулти хӗрарӑма пӗрле пурӑнакан арҫынна вӗлерме тӑнӑ тесе тытса чарнӑ. Хале ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 105-меш статйин 1-мӗш пайӗпе тата 30-меш статйин 3-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ.
Пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ирхине пулса иртнӗ. Хӗрарӑмпа арҫын хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Ӳсӗо херарӑм алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ, унпа кӑкӑр тӗлӗнчен чикнӗ. Арҫын хӑйне хӳтӗлесе хирӗҫ тӑнине кура тата тухтӑрсем вӑхӑтра пулӑшнӑран чӗрӗ юлнӑ. Хале вал пульницӑра сипленет. Кун пирки РФ Следстви комитечен Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби хыпарланӑ.

Етӗрнере пурӑнакан пер хӗрарӑм налук тӳлемен. Ӑна вырӑнти прокуратура РФ Пуҫиле кодексӗн 198-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарма ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ.
Хӗрарӑм 2022 ҫулшӑн налук тӳлемеллине пӗлнӗ пулин те тӳлеме васкаман. Унран та ытларах — пурлӑха сутса тунӑ тупӑша пӗчӗклетсе кӑтартнӑ. Ҫапла вара вӑл 3,5 миллион ытларах тенкӗ налук тӳлемен.
Суд ӑна 100 пин тенке штраф хурса панӑ. Налука вара тӳлемех тивӗ.

Чӑваш Енри пӗр фирма директорӗ Мари Элти Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченне сетев пама тӑнӑ. Вӑл кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче ӑна 100 пин тенкӗ сӗннӗ.
Арҫынна йӗрке хуралҫисем сӗтев пама тӑнӑ чухне тытса чарнӑ.
Халӗ арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 291-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе килӗшуллӗн явап тыттарма пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку статьяпа 8 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма юрать.

Шупашкарта пурӑнакан 57-ри хӗрарӑм саккуна пӑсса укҫа тӑвас тенӗ. Мессенджерсенчен пӗринче вӑл хӑйӗн хваттерӗнче пропискӑна тӑратма килӗшни пирки хыпарланӑ. Унччен те, кайран-малтан та курман-илтмен ҫынсене: виҫӗ хӗре тата виҫӗ ҫамрӑк арҫынна -- Шупашкарти Чернышевский урамӗнчи хваттерне пропискӑна тӑратнӑ.
Вӗсем ӑна хӑйсен паспорчӗсен сӑнӳкерчӗкӗсене ярса панӑ, херарӑм патшалах пулӑшӑвесен порталӗ урлӑ пропискӑна тӑратнӑ. Ҫакӑн пеек туса панишӗн Раҫҫей хӑнисем укҫа тӳленӗ.
Халӗ хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗс пуҫарнӑ.
Данный факт был выявлен сотрудниками Центра по противодействию экстремизму МВД по Чувашской Республике совместно с участковыми уполномоченными полиции УМВД России по городу Чебоксары. На время дознания по статье 322.3 Уголовного кодекса Российской Федерации «Фиктивная постановка на учет иностранного гражданина по месту пребывания в Российской Федерации» фигурантке избрана мера процессуального принуждения в виде обязательства о явке. Проверяется ее причастность к совершению аналогичных фактов.